Кириллов Владислав Петрович, заместитель директора по УВР МБОУ "Абашевская СОШ" Чебоксарского района Чувашской Республики

Пьеса «Çулсем иртсен, кунсем юлсан»

Пьеса «Çулсем иртсен, кунсем юлсан»

 

 

 

 

 

 

 

 

Владислав Кириллов

 

Çулсем иртсен, кунсем юлсан

9 картинăллă пьеса

 

2015 – мĕш çул

 

Пьесăри çынсем:

Марук - 80 çулсенчи кинеми

Аня - Марукăн мăнукĕ

Мирун - 80 çулсенчи арçын

Кĕтерук - Мирун арăмĕ

Петĕр - Мирунпа Кĕтерук мăнукĕ

Иван Петрович - ял администраци пуçлăхĕ

Таисия - украина хĕрарăмĕ

Шкул ачисем, салтака ăсатакансем

 

 

 

 

1-мĕш картина

   Хĕвел аннă. Каç пулман-ха.  Анюкпа Петӗр хуларан яла таврăнаççĕ. Аньăн аллинче чечек пуххи. Аня хурăн айӗнче чарăнса тăрать.

Аня: - Мӗн тери илемлӗ-çке çуркунне! (Хурăн тавра  чупса çаврăнать). Пăх-ха, хурăн сип-симӗс тум тăхăнма та ӗлкӗрнӗ.  Петӗр, кала, эпӗ шурă хурăн пулнă пулсан, эсӗ мӗнле йывăç пулнă пулăттăн?

Петӗр: - Эсӗ хурăн пулнă пулсан-и? Эпӗ… эпӗ вара юман пулнă пулăттăм, сан çине савăнса пăхса ÿснĕ пулăттăм, хамăн туратсемпе сан паталла туртăнăттăм. Сивĕ çиллĕ кунсенче сана хамăн хÿтлĕхпе упраса тăрăттăм.

Аня: - Ай-уй, Петĕр, эсĕ мана вăтантарсах ятăн. Енчен те эпĕ хăрса ларсан, е ман хитре туратсене милĕк валли тесе татса ватса пĕтерсен?

Петĕр: - Çавах та, эсĕ маншăн чи хитри пулнă пулăттăн!

Аня: - Эх, мĕншĕн эпĕ хурăн мар-ши!..

Петĕр: - Аня, кала, эсĕ ман пата çырусем çыратăн-и?  Тепĕр эрнерен мана çара илсе каяççĕ, ĕнер кăна военкоматра повестка пачĕç! (Кĕсьерен повестка кăларса кăтартать).

(Аня повесткăна алла илет, вулать, сасартăк повесткипе куçĕсене хуплать те сасăсăр макăрма тытăнать.)

 Петĕр: - (Аньăна лăплантарса) Аня,  ан кулян, ан макăр, эсĕ мĕн мана вăрçа ăсатмастăн-çке! Тепĕр çулталăкран эпĕ сывах таврăнăп. (Аньăна алăсенчен тытать).

Аня: - ( хурăна икĕ аллипе те çупăрласа илет, сывлăш çавăрса илет)  Пĕлетĕн-и, Петĕр, эпĕ халь тин ман кукам çак хурăн патĕнчен мĕншĕш нихăçан та чарăнмасăр иртсе кайманнине ăнланса илтĕм. Вăл хурăн курăнма пуçлансанах, тем пулнă пек, васкаса утма тытăнать. Хурăн патне  çитсен вара ăна ыталаса илет те пĕр самант нимĕн те шарламасăр шухăша путса тăрать. Кайран хурăн хуллине ачашлать, çĕре типсе ÿкнĕ тураттисене пуçтарса çыхă тăвать. Пĕлетĕн-и, Петĕр, эпĕ сана нихăçан та каласа паман, çак хурăна ман кукам кукаçипе вăрçа ăсатнă кун унпа пĕрле лартнă.  Вĕсем пĕрлешме  шутланă пулнă, калаçса та хунă пулнă. Анчах вăрçă ăнсăртран вĕсен пурнăçне хăй майлă çавăрса ярать. Кукаç кукамая «Эсĕ Марук, мана кĕт, эпĕ каялла таврăнатăпах, сансăр мана валли çак пурнăçра телей те савăнăç та çук», - тесе сывпуллашса  кай еннелле фронта тухса кайнă.  1944 –мĕш çулта кукаç  хыпарсăр çухалнă тесе çырнă çыру килет. Ман анне çав çул виççĕре кăна пулнă. Хăйĕн ашшĕне вăл нихăçан та курман. Эпĕ те вара хамăн кукаçăн сăн ÿкрчĕкне çеç курнă, ăна вĕсем кукамайпа иккĕшĕ хулара вăрçă пуçланас умĕн ӳкерттернĕ. Пĕлетĕн-и, çак хурăнăн хăйĕн ячĕ те пур, ăна ман кукамай ячĕпе Марук хурăнĕ теççĕ.

 

Петĕр: - Халĕ вара вăрçă çук. Аня, эс мана салтакран килессе кĕтме сăмах паратăн-и? (Аньăна аллисенчен тытать).

Аня: - Петĕр, эсĕ маншăн çав тери çывăх çын. Санпа курса калаçсан ман пурăнас килет, кайăк пулса çӳл тӳпене улăхса мĕн пур çын илтмелле чи хитре шăпчăк юррине шăрантарас килет. Эсĕ хуларан яла таврăнасса эпĕ кашнинчех  тем пек кĕтетĕп. Петĕр, эпĕ сан пата кашни эрнерех çыру çырăп, турра сан валли ырлăх ыйтса кĕл тăвăп. Кĕлĕ сăмаххисене эп вара тахçанах пĕлетĕп. Ман кукам та çывăрма выртиччен те, ирхине ыйхăран вăрансан та çав кĕлле кашни кун вулать.

Петĕр: - (Аньăна ăшшăн ыталать) Аня, чунăмçăм, мĕн тери лайăх мана санпа пĕрле. Эпĕ те эрне иртсе каясса кашнинчех  чăтăмсăр кĕтетĕп, сана курас тесе яла васкатăп. Аня, хаклă тусăмçăм, эп салтакра сан çинчен ялан шутласа пурăнăп, сан уçă сассу ман хăлхара ялан янраса тăрĕ. Тавах сана, Аня, эсĕ çĕр çинче пурришĕн. Эпĕ сана çак хурăн айĕнче сăмах паратăп: ĕмĕр-ĕмĕр пĕр сана çеç савса пурăнăп. Аня, эпĕ сана нихăçан та каламан, анчах та пĕл, эпĕ сана тахçанах юрататăп, эс пурри мана вăй парса тăрать. (Аньăна чуп тăвать).

 

2-мĕш картина

Юрланă сасă илтĕнет. Кĕтерукпа Мирун тухаççĕ. Мирун самаях хĕренке. Петĕрпе Аня вĕсене курсан хурăн хыçне пытанаççĕ.

Кĕтерук: - Каларăм сана, итлеместĕн-çке! Лаша та сан чухлĕ ĕçмест пуль. Айта, ут хăвăртрах, çын курсан мĕн калĕ, эх, ват супнă. Çитмĕл çултан иртрĕн, ĕçме пĕлместĕн! (Мируна турткалать, леш ывăннă пулас, хурăн патнеллех туртăнать).

Мирун: - Эх, Кĕтерук, карчăкăм, сывлăш çавăрса илме пар ĕнтĕ, кил ниçта та тармĕ! Марш-бросокра та кун чухлĕ ывăнман эп.  Айта, çакăнта кăшт привал туса илетпĕр, хурăн айне ларса кансан вăй кĕрекенчĕ.

Кĕтерук: - (Мируна ятласа)  Лартарап сана хурăн айне, ак вăй кĕртетĕп-ха сана, нихăçан та çак хурăн патĕнче чарăнса тăмасăр пулмасть сан! Пĕлетĕп мĕн вăй парать сана!

Мирун: - Эх, мана Марук  çумне кĕвĕçсех ĕмĕрӳ иртсе кайрĕ ĕнтĕ сан. Миçе çул Маруксемпе юнашар пурăнатпăр,  сана пĕр сăлтав та пулин кĕвĕçме  панă-и эп?

Кĕтерук: - Тьфу! Вара халь мĕн тăватăн эс сан шутупа? Марук хурăнĕ айнех туртăнатăн вĕт! Сан валли мĕн урăх йывăç çук-им? Ма хăрса лармасть хуть, куçпа курас килмест.

Кĕтерук: - Цыц, карчăк! Мĕнле сан чĕлхӳ çавăн пек каласа çаврăнма пултарать! Марук ку хурăна хăйĕн куççулĕпе шăварса ӳстернĕ, сан чĕлхӳ типсе ларĕ, хурăн вара нихăçан та хăрмĕ! Асăрханă- и эсĕ, Кĕтерук, пур йывăç та çуркунне çитсенех папкисене кăшт кăна  кăлараççĕ, Марук хурăнĕ вара сип-симĕс çулçă айĕнче. Кĕр кунĕсем çитсен вара ку хурăн чи юлашки, юр çума пуçлас умĕн кăна саралма пуçлать.

 

Кĕтерук: - Курнă, курнă, курман мар! Эс мĕн, ман куçсем çук тетĕн-им? Пĕтĕмпех куратăп, пĕтĕмпех тавçăратăп, ухмах тетĕн пулĕ те, ухмахах мар çав. Ěнер те Марук патĕнчен çава йăтса каçаттăн-ха!

Мирун: - Çапла, каçрăм! Марук çава туптаса пама ыйтрĕ те, вара ман мĕн санран пырса ыйтмаллаччĕ-им? Марука ялан пулăшнă, малалла та вăй пур таран пулăшăп. Марук вăл ман юлташăн, чи çывăх юлташăн, арăмĕ. Виталипе пĕрле эпир пĕр кун фронта тухса кайнă, пĕрле çапăçусенче хутшăннă, пĕр шинелпе витĕнсе пĕр кашăкпа апат çисе пайтах нуша курнă. Эпĕ халь акă кунта ларатăп, Витали вара… Нихăçан та манмăп çав çапăçăва, каçхине бомбăсем çурăлнипе, йĕрри-тавра çулăм ялкăшнипе хĕвеллĕ кунринчен те çутăрахчĕ. Виталипе эпир юнашарахчĕ, хăш вăхăтра ăна куçран  çухатрăм халĕ те ăнланма пултараймастăп: снаряд ӳлесе ӳкрĕ, куç умĕнче хуралса килчĕ, куçа уçсан вара хам умра шур халатлă врачсем тăнине астăватăп. Вĕсем мана  виçĕ сехет хушши вилĕмрен хăтарас тесе тăрăшнă иккен. «Витали,   эсĕ ăçта?» - тесе кăшкăрса ятăм, манăн сиксе тăрса ăна шырас килчĕ,  анчах та мана врачсем çыхса хунă иккен. Çапла вара эпир урăх Виталипе тĕл пулаймарăмăр. Госпитальте 3 уйăх хушши сывалнă хыççăн мана урăх фронта ячĕç.

Кĕтерук: - Ах, каллех пуçларĕ ĕнтĕ хăй юррине! Вара халь мĕн ман эс Марук патне чупни çине куç хупмалла-и? Унăн вĕлтĕрен кайăкĕ çине эс мĕнле пăхнине, унпа мĕнле калаçнине курса чăтса пурăнмалла-и! Аньăпа та хамăр мăнукпа калаçнинчен те нумайрах калаçатăн вĕт, шывпа сапса уйраймастăн сире, шкула каять е шкултан киле чупать, ялан санпа сăмах хушмасăр иртсе каймасть.

Мирун:- Мĕнле чарăнма пултараймастăн эс, мĕнле вĕлтĕрен кайăкĕ пултăр-ха Аньăн амăшĕ. Вăл Виталин хĕрĕ пулнине куçсăр çын та курать, вăл вĕт Виталипе каснă лартнă пĕр пек: калаçасси те, сăнĕпе те, кăмăлĕпе те. Аня вара чăн-чăн пирĕшти. Эй, санпа калаçиччен йытăпа калаç!

Кĕтерук: -  Ну, мĕн, ларса çитрĕ-и? Киле утатăн-и,  çук-и? Маруку тунсăхласах çитрĕ пуль. Тăр, ут ман хыççăн, ват супнă! Ыран мар тепĕр кун Çĕнтерÿ кунĕ, митинга кайма костюмна çуса пахчана çакнăччě, типрě пуль.

Мирун: - Айта, карчăк, килех каяр, çитет харкашма.

3-мĕш картина

Мирунпа Кěтерук мăкăртатса килелле уттараççĕ. Аньăпа Петĕр хурăн хыçĕнчен тухаççĕ.

Аня: - Илтрĕн-и, Петĕр, эпĕ вĕлтĕрен кайăк хĕрĕ иккен сан кукамушăн. (Аллисемпе куçĕсене хуплать, сасăсăр макăрать)

Петĕр: - (Аньăна лăплантарса) Аня, Анячка, кирлĕ мар ман кукамай сăмахĕсемшĕн кӳренме, вăл шутламасăр калаçать, кукаçа Марук çумне хушнипе.

Аня: - Эсĕ те мана вĕлтĕрен кайăкĕн хĕрĕ тетĕн пуль. Ман анне сăнĕпе те кукаçипе ик шыв тумламĕ пек пĕр пек, ĕненместĕн пулсан кур! (сумкинчен сăн ӳкерчĕк кăларса Петĕре тыттарать).

Петĕр: - (Пĕр вăхăт ним шарламасăр сăн ӳкерчĕк çине тимлĕн пăхать, кайран ăна çавăрса хуллен сасăпа вулать) «Марук, санпа ĕмĕрлĕхе пĕрле пулма сăмах паратăп, Витали». (Тарăн шухăша кайса) Ирсĕр вăрçă… Мĕн чухлĕ асап унран… Вăрçă иртнĕ, анчах та ун суранĕсем халĕ те тӳрленмен, тӳрленес те çук. Ман кукаç та вăрçă çинчен кашни кун пекех аса илет, куçĕсем ун чух вара унăн ялан йĕпе вырăнта, чунĕпе çапăçу хирĕнчен халĕ те таврăнман тейĕн, çĕрле тĕлĕкре ялан тăшмансемпе çапăçать, такама чĕнет, нăйкăшать…

Аня: - (Аслати сасси илтĕнет) Аслати çывхарать пулмалла. Ку кăçал пĕрремĕш аслати. Акă çумăр пĕрремĕш тумламĕ те ӳкрĕ… Эй, аслати, хытăрах кĕмсĕртет! Эй, ăшă çумăр, çĕр çине ӳксе çĕнĕ ырлăх илсе кил!

Петĕр: - Аня, чупар ялалла! (Алран алла тытса ялалла чупаççĕ).

Аслати сасси хытăрах та хытăрах илтĕнет, çиçĕм çиçет, çумăр çăвать.

4-мĕш картина

Çав вырăнтах. Ир пулнă, тăвăллă аслати çумăрĕ иртсе кайнă. Хурăн турачĕсем çилпе çĕр çине ӳккелесе пĕтнĕ. Аллине туя тытнă Марук килет.

Марук: - Кун пек вăйлă çиллĕ аслати çумăрĕ хăçан пулнине те ас тумастăп.   Мĕнле эс кунта? Ав мĕн чухлĕ çил сана лăсканă, тураттусене хуçса пĕтернĕ (туратсене пуçтарать те хуллен сак çине пырса ларать).

Марук: - (хурăнпа калаçса) Чиперех, пĕтĕмпех йĕркеллех. Витали, пĕлетĕн-и, эп сана паян каллех тĕлĕкре куртăм, эсĕ çап-çамрăк, вăрçа тухса кайнă тумсемпех пек, эп тĕрлесе сан хулпуççи çине çакнă ал шăлли вара темшĕн вараланса пĕтнĕ, эсĕ ăна салтрăн та ман еннелле тăсатăн пек, эпĕ вара хамăн алăсемпе сан еннеле туртăнатăп пек, анчах та туртăнса çитеймерĕм. Витали, савнă Витали, ăçта эс, хăçан киле таврăнăн.

 

Куратăн-и, пирĕн хурăн мĕн çӳллĕш çитĕннĕ. Астăватăн-и, эс мана хурăна лартса пĕтерсен мĕн каланине? «Марук, - терĕн, - эпир санпа çак хурăн çитĕнсен ун айне çуркунне çитсен кашни çулах шăпчăк юррине итлеме килĕпĕр!» Ак хурăн та тем пысăкăш, çуркунне те кашни çулах пулать, ав шăпчăксем те юрлаççĕ… Анчах та эсĕ вара çук. Эй, Турă, мана Виталие кĕтсе илме вăй-хăват парсамчĕ!!!

Аня Асламăшне шыраса килет.

Аня:-  Кукамай,эпĕ вăрантăм та, пăхатăп, эсĕ çук.

Марук:- Эх, хĕрĕм, ман пĕчĕк пăрчăканăвăм, ăçта кайăп-ха эпĕ? Виçĕ урапа инçех каяймăн пуль (туя çине кăтартать).

Аня: - Кукамай, пĕлетĕн-и, манăн та пурнăçра санăнни  пек юрату пулнă пулсан, эпĕ телейлĕ çын пулнă пулăттăм!

Марук: - (сывлăш çавăрса илет) Эх, Анюк, ман пĕчĕкскерĕм, эсĕ ман пек мар, эс манран нумай телейлĕрех пулма тивĕç. Ак ман юратуран пĕр çак хурăн кăна тăрса юлчĕ. Хурлăх курма кăна лартрăмăр пуль çав ăна. 

Аня: -  Пĕлетĕн-и, эпĕ кукаçипе санăн сăн ӳкерчĕке пăхнă чух кукаç мана тем каласшăн пек туйăнать, ун çине хăш енчен пăхсан та вăл ман çинех  пăхать.

Марук: - Ну, çитет пуль ларса, киле каяр, ыран мар тепĕр кун Çĕнтерӳ кунĕ, хатĕрленер, урай çуса тасатар, тен хăнасем те килĕç. Шкул ачисем кашни çул килсех тăраканчĕ.

Аня: - Каяр, каяр, эпĕ апат пĕçерме лартăп. (Кайма тăраççĕ, çав вăхăтра администраци пуçлăхĕпе палламан  хĕрарăм çывхарни курăнать)

Иван Петрович:  - Ырă кун пултăр, Марук аппа!

Марук: - Ара, кунĕ ырах, хĕвелĕ те паян çуллахи пекех хĕртет. Ара ĕнер аслати алхасрĕ те, хурăн мĕнле ара тесе килсе пăхас терĕм. Аня, эсĕ ĕнте килелле вĕçтерах, ман  ыр çынсемпе кăшт сăмах çавăрса илес. (Аня каять).

Иван Петрович:- Марук аппа, акă паллашăр, Таисия.

Марук: - (аллине парса) Ара, ырă кун пултăр, тем палласах илеймерĕм –ха, хăш ялсем пултăр – ха эсир?

Иван Петрович: - Таисия ку таврарисем мар, вăл инçетрен, Украина çĕр-шывĕнчен. Вăл пурăнакан пӳрте снаряд лексе тĕпрен аркатнă, упăшкипе хĕрĕн тата виç çулхи мăнукĕн пурнăçĕсем пĕр самантрах татăлаççĕ.

Марук: - Ах,  мĕн тери пысăк инкек! Мĕнле-ха апла, мĕншĕн никам та çав тискерсене чараймасть?

Таисия:-   Ан тĕлĕнĕр эп чăвашла калаçнăран. 17 çула çитиччен эпĕ чăваш ялĕнчех пурăнса, 30-мĕш çулсенче вара пирĕн çемье пуçтарăнса çĕн çĕре тухса кайрĕ. Малтан Кемерово облаçĕнче пурăнтăмăр, качча кайсан вара Украинăра тĕплентĕмĕр, пӳрт лартрăмăр, ачасем çуратса ӳстертĕмĕр… (чăтаймасăр аллисемпе питне хупласа макăрма пикенет).

Марук: - (Таиçе сак çине лартса) Эй, турă! Лăплан, лăплан! Ытла хыт куляннипе хăвна хăв тата йывăртарах тăватăн. 

Иван Петрович: - Марук аппа, Таиçăн халь пурăнма та вырăн çук. Эп шутларăм та, эсир Таиçе вăхăтлăха пурăнма хăвăр пата илейместĕр-ши, терĕм. Эпир сире вăй çитнĕ таран тăтăшах пулăшса тăрăпăр.

Марук: - Эпĕ хирĕç мар, çăкăр-тăвар пурне те çитĕ. Аня мăнукăм часах шкул пĕтерсе хулана вĕренме тухса кайĕ. Мана Таиçпе иккĕн пурăнма меллĕрех те пулĕ.

Таисия: - Тавах сана, Марук. Çĕр ырă çынсемсĕр мар çав. Анчах темшĕн çав вăрçа пуçаракансене никам та тилхеписене хытараймасть. Кам шутланă ватлăхра çакăн пек пулса тухасса? Килсĕр-пӳртсĕр, çывăх çынсемсĕр, пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Старикпе пĕрле 60 çула яхăн пĕр-пĕрне юрастса, хисеплесе телейлĕ пурнăçпа пурăнтăмăр. Вăрçăран аманса килнĕскерчĕ ман вăл. Ура çине тăма пулăшрăм, мĕн ватăличчен тăван колхозра механизаторта ĕçлерĕ. Халь ăна чипер тирпейлесе масар çине пытарса та хăвараймарăм. Кашни кун печĕç, снарядсем сирпĕте-сирпĕте тăчĕç. Пĕр уйăх таран нӳхрепере пытанса пурăннипе чирлеме пуçларăм. Юрать-ха ырă çынсем пулăшнипе кунта халь эпĕ.

Марук: - Халь вара каяр пуль пирĕн пата.  Аня  вĕри апат та çакса ячĕ пуль. Эсĕ  ытлашши ан кулян. Турăпа мĕн çырнине халăхпа пĕрле тӳссе иртерме çăмăлрах теççĕ. (Тухса каяççĕ).

5-мĕш картина

     Маруксемпе Мирунсен килĕсем. Кĕтерук Мирунăн медальсем çакнă костюмне тасатать. Мирун çава туптать. Шкул ачисем килсе тухаççĕ. Вĕсен аллисенче чечек пуххисем. 

1-мĕш ача:- Мирун тете, Кĕтерук аппа, сире Çĕнтерӳ кунĕ çывхарнă ятпа саламлатпăр, сывлăх сунатпăр!

2-мĕш ача:- Мирлĕ куншăн,  ун  лăпкă  çутишĕн,

         Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн,

         Çĕршывра пур енче те йăлтах

         Тахçанах тăхлан вучĕ сӳннишĕн

        Тав сана,  çĕнтерӳçĕ салтак !  (Мируна чечек пуххи тыттарать)

Мирун: - Тавах, тавах ачасем, лайăх вĕренĕр.  Марук патне кĕрсе тухаймарăри-ха? Килтехчĕ вăл. Марук, Марук, тух-ха, тух йăпăртлăха! (Мирун чечек пуххипе киле кĕрет.)

 

1-мĕш ача:- Марук аппа, ырă кун пултăр сире. Уяв ячĕпе сире саламлатпăр! Пирĕнтен чечек пуххи парне тата сăвă:

  Кĕт мана,  эп таврăнатăп,  хĕрĕм,

   Çурхи шыв пек хамăр таврана?

   Ахаль мар калаççĕ: «Пурнăç йĕрĕ

   Вăл çăка çулçи пек çаврака»

   Кĕт мана: эп таврăнатăп,  хĕрĕм,

   Çуркунне пек хамăр урама?

   Эпир савнă аслă совет çарĕ

   Нихăçан та пулмĕ чурара.

   Кĕт мана, эп таврăнатăп, хĕрĕм,

   Çĕнтерӳ пек йышăнăн мана!

Марук шывланнă куçĕсене шăлать.

Марук: - Тавах ĕнтĕ сире ачасем, тавах манса кайманнишĕн. (Ачасене пĕрер ывăç конфет парать)

Ачасем пĕрле: – Ыран сире митинга пыма чĕнетпĕр!!! (Тухса каяççĕ.)

Кĕтерукпа Марук иккĕшех юлаççĕ.

Кĕтерук: - (мухтанса) Куратăн-и ман Мирунăн мĕн чухлĕ медаль! Мĕнлерех вĕсем хĕвел пайăркипе çиçсе тăраççĕ, ылтăнран тунă тейĕн. Килте тата пур-ха, çакса нимле те пĕтереймерĕм-ха. Петĕр ак хуларан ĕнер таврăнчĕ, вăл та пулăшĕ-ха!

Марук: - Телейлĕ хĕрарăм эс, Кĕтерук, ман пек мар. Ыранхи кун пуриншĕн те пысăк уяв, ман валли кăна çĕнтерӳ кунĕ çитмен-ха. Витали халĕ те киле таврăнаймарĕ-çке… Эпĕ вара ăна халĕ те кашни кунах кĕтетĕп. Хыпарсăр çухалнă-çке вăл ман…Ыран та ак симĕс хурăн милкисем хатĕрлесе мунча ун ячĕпе хутса ярăп, вăл юратнă тăпăрчă икерчине пĕçерĕп…

Кĕтерукпа Марук килĕсене кĕрсе каяççĕ. Петĕр тухать, самаях пăлханни сисĕнет. Аньăна чĕнет. Аня шыв патне витрепе тухать.

6-мĕш картина

Петĕр: -  (Аньăран витрене илет, кулатаран шыв ăсса). Аня, эпĕ паян çĕрĕпе эпир ĕнер иксĕмĕр калаçни пирки шутларăм, Марук аппа çинчен те, Витали пичче шăпи пирки те.

Аня: - Çавăнпа та эсĕ манран вĕсен сăн ӳкерчĕкне пама ыйтрăн пуль?

Петĕр: - Аня, ман сана каламалли пур… Анчах мĕнрен пуçламалла, пĕлместĕп…

Аня: - (тĕлĕнерех) Тем, ан хăрат-ха эсĕ мана, каламалли пулсан – кала, эпир санпа туссем-çке. Туссен вара пĕр-пĕринчен нимĕн те пытармалла мар. Мĕн пулчĕ, мĕн çинчен эс манпа калаçасшăн?

Петĕр: - Эсĕ лар, Аня! (Пăлханарах) Ěнер эпир санпа килсене чупса çитнĕ-çитмен витререн тăкнă пек çумăр пуçланчĕ, çиçĕм çине çиçĕм ялкăшрĕ, аслати çĕре силлентерсе кĕмсĕртетрĕ. Эпĕ пĕр самант Марук аппапа Витали пичче сăн ӳкерчĕкне сăнаса пăхса тăтăм. Пуçра пĕр шухăш çуралчĕ. Витали хыпарсăр çухалнă  тесе каланă хут килнĕ, енчен те вăл хыпарсăр  çухалнă, ку вăл вилнĕ тенине пĕлтермест. Марук аппа та ăна паянхи кун та кĕтет. Апла пулсан Виталие шырас пулать.

Аня: - Шыранă, шыраман мар. Кукамай хама та пайтах çырусем çыртаратьчĕ. Анчах та пĕр хурав килетчĕ: Виталий Макаров 1943 мĕш çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче хаяр çапăçу вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă. Вăл кун çапăçура нумай салтак куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Анчах вилнисен хушшинче никам та Виталие палласа илмен.

Петĕр: - Тĕрĕс палласа илме те пултарайман, мĕншĕн тесен вăл вилмен, çав çапăçура ăна Турă çăлса хăварнă.

Аня: - Чим, тăхта-ха, Петĕр… Эп ăнланмарăм… Кама Турă çăлса хăварнă?

Петĕр: - Ěнер ман пуçра Витали пичче пирки интернет урлă шыраса пăхас шухăш çуралчĕ, тата ман аллăра унăн сăн ӳкерчĕкĕ те пулчĕ. Эпĕ, хăвах пĕлетĕн, пулас программист, мана ку йывăр мар. Вăрçă ветеранĕсен тĕрлĕ çĕр шывра уçнă сайтсене кĕрсе пин-пин сăн ӳкерчĕке сăнарăм, ветерансем кам-кама шыранисене вуларăм…

Аня: - Вара, кала, кала, мĕн çинчен пĕлтĕн?

Петĕр: - Çапла эпĕ ир пулнине те сисмен, куç умĕнче сăн хыççăн сăн улшăнать. Сасартăк эпĕ эс мана ĕнер çеç кăтартнă сăн ӳкерчĕк çинче чарăнтăм.  Хама хам ĕненмесĕр ыйăх тĕлĕшпе хупăнса ларакан куçсене шăла-шăла тимлĕрех пăхатăп. Пĕр иккĕленӳ те çук – ман умра Марукпа Виталин сăнĕсем.

Аня: - Çавăн пек сăнӳкурчĕксем иккĕ кăна пулнă, вĕсене вĕсем пĕр-пĕрне асăнмалăх сăмахсем çырса парнеленĕ.

Петĕр: - Тĕрĕс, тĕрĕс. Сăн ӳкерчĕк хыçне мĕн çырни те унта пур. Акă кур, эпĕ тӳррех пичетлерĕм. (Кĕсьерен кăларса Аньăна пичетленĕ хута кăтартать)

Аня: - (вуласа) «Çулсем иртсен те, кунсем юлсан та ялан эп пулăп санпала. Мария.» (Пĕр вăхăт ним калама пĕлмесĕр тăнă хыççăн) Асаннен сăмахĕсем… Мĕнле майпа ку сăн ӳкерчĕк лекнĕ унта, кам ăна лартнă?

Петĕр: - Аня, эп сана йăлтах хам мĕн пĕлни çинчене каласа парăп. Сăн ӳкерчĕк патне кĕскен çырнă çыру та вырнаçтарнă.  Халĕ сан аслаçу Америкăра пурнать. Вăл çырнă тăрăх ĕçсем çапларах пулса пынă: 1943- мĕш çулта хĕрӳ çапăçу вăхăтĕнче бомба çурăлса хăпартнă тăпра айне лекет вăл, тăпра айĕнче мĕн чухлĕ вăхăт выртнине те, унтан мĕнле майпа чакаланса тухнине те, хăйне мĕн ятпа чĕннине те , нимĕн те астумасть вăл. Тăпра айĕнчен çĕр çине тухса тăнне çухатнă салтака фашистсем сисеççĕ. Çапла вăл нимĕçсен аллине плена лекет. Темиçе концлагерь ылмаштарсан ăна Германине ăсатаççĕ. Кунта вăл пĕр нимĕç офицерĕн килĕнче тĕрлĕ хуçалăх ĕçĕсем туса пурăнать. Вăрçă вĕçленсен репрессинчен тарса тинĕс леш енне, Америкăна лекет. Нумай çул тĕрлĕ врачсем патĕнче сипленет, анчах та контузи умĕнхи пурнăç çинчен вăл нимĕн те аса илеймест. Халĕ ăна Виктор тесе чĕнеççĕ.

Аня: - Тĕлĕнмелле. Тавах сана, Петĕр! Халь пĕлместĕп, кукамая мĕнле пĕлтермелле кун çинчен. Вăл миçе çул ĕнтĕ асаттене вăрçăран таврăнасса кĕтсе, шанса пурăнать. Акă вăл чăн-чăн юрату!

Петĕр: - Ман шутпа ним тăхтаса тăмасăр ăна халех каласа памалла. Мĕн чухлĕ тата унăн кĕтмелле-ха?! Аня, чĕнсе тух Марук аппана.

Аня  киле кĕрет, Петĕр пĕчченех юлать

7-мĕш картина

 Çава çĕклесе Мирун тухать, Петĕре курать.

Мирун: - Кунта-çке эс, ăçта çухалчĕ-ха тетĕп. Ара мунча валли шыв та йăтма вăхăт. Ыран пысăк уяв, унта мунчара çăвăнса тасалмасăр кайман эпĕ.

Петĕр: - Шыв йăтма ĕлкĕрĕп, асатте, кил-ха кунтарах, ман сана валли пĕр хыпар пур.

Мирун: - (Петĕр патнелле çывхарса) Тата мĕнле хыпар-ха, ĕнер кăна салтака илсе каяс пирки пĕлтертĕн вĕт, манса кайман-ха, асаннӳ сăра вĕретме те шыв çакса ячĕ. Ак, уявсем иртсе кайсан сана салтака пур тăвансемпе пуçтарăнса ăсатăпăр.

Петĕр: - Эп ун çинчен мар, э..эп ак мĕн çинчен…

Мирун: - Итлетĕп ара, мăнукăм, кала.

Петĕр: - Асатте, сан юлташу, Аньăн кукашшĕ, хыпарсăр çухалнăскер, тупăннă, Марук аппа  ăна çитес вăхăтрах кĕтсе илĕ. Вăл тепĕр виçĕ кунтан кунта вĕçсе килессе пĕлтерет.

Мирун ним калама пĕлмесĕр кулата патне шыв ĕçме пикенет, çав вăхăтра пӳртрен Аньăпа Марук тухаçĕ. Марук шурă кĕпе тăхăннă, пуçне тĕрленĕ тутăр çыхнă, туясăрах. Питĕнче савăнç курăнать.

8-мĕш картина

Мирун: - Марук… Витали…

Марук: - Тинех кĕтнĕ кун çитрĕ. Тавах сана, Петĕр, лайăх ача эсĕ. Мана та эсĕ лайăх хыпар пĕлтертĕн. Эп пĕлнĕ çак кун çитессе, Виталипе тĕл пуласса. Çулсем иртрĕç, кунсем кăна тăрса юлчĕç, анчах та ман юрату вучахĕ паян çĕнерен ялкăшса кайрĕ.

Кĕтерук тухать, пурне те курсан тĕлĕнсе каять.

Кĕтерук: - Ку тата мĕнле мыскара, мĕнле пасар, кам мĕн сутать? Мирун, кай киле, мĕн сан килте ĕç çук-и?

Мирун: - Цыц, карчăк! Хуп хапхуна!!! Курмастăн - им, Марукăн килĕнче те савăнăç. Витали тупăннă, Марук çакăн чухлĕ кĕтни ахаль пулман.

Кĕтерук: - Мĕн?... Кам?... (сак çине кучĕпе кайса ларать).

Сцена хупăнать.

 

9 – мĕш картина

Марук хурăн кутне пырать.

 

Марук:  - Эй, Турă! Пĕртен-пĕр аслă Турă! Тавах сана ман сăмахсен хутне кĕнишĕн. Тавах сана Виталие кĕтсе илме вăй-хал панишĕн. Тавах, хурăн, сана та! Эс пурри мана ялан вăй парса тăрать. Кашни çуркунне çитмесрен санпа пĕрле эпĕ тепĕр хут чĕрĕлеттĕм, чĕрере шанчăк çухатма памарăн эсĕ. Эй, уй амăшĕ! Эй, çĕр амăшĕ! Эй, шыв амăшĕ! Эпир тӳснĕ асапа урăх никама та ан парсамăрчĕ! Çак çут тĕнчере вăрçă урăх нихăçан та ан алхастăрчĕ! Салтака тухса каякан çамрăксен ялан сывă таврăнмалла пултăринчĕ! (Кăшт лăплансан килелле каять).

Хурăн патне салтак юрри юрласа Петĕре ăсатакансем тухаççĕ.  

Атте, эсĕ ан макăр,

Кўлсе тухас лашу мар, (2 хут)

Сĕлĕ парса ярас çук.

 

Анне, эсĕ ан макăр,

Сăвас ĕнў мар эпĕ, (2 хут)

Чĕрес йăтса утас çук.

 

Атте, шур пўрт лартрăн-и?

Ывăлу пурăнтăр терĕн-и?

Анне, мана çуратрăн-и?

Хурлăх куртăр терĕн-и?

 

Лаши лайăх теяса

Ытла йывăр ан тийĕр.

Кĕлетки чăтать теяса

Ытла йывăр ан калăр.

 

Йăлтра шăрçа хĕр тантăшсем

Йăлтăртатса тăрса юлчĕç.

Пĕри те куççуль кăлармарĕç,

Кайтăр та ан килтĕр терĕç пуль.

 

Посма карттус ул тантăшсем

Пусма вĕçне тăрса юлчĕç.

Пĕри те алă сулмарĕç,

Кайтăр та вилтĕр терĕç пуль.

 

Пуян çын каять — мул юлать,

Ыр çын каять — ят юлать,

Эпĕ кайсан мĕн юлать?

Эпĕ илес хĕр юлать.

 

Сыв пул, вăрман, сыв пул, шĕшкĕ,

Иртрĕ мăйăр татасси.

Сыв пул, ял-йыш, сыв пул, савни,

Иртрĕ пĕрле пуласси.

 

Пилеш те пăхма ай пит хитре,

Çиме те тăрсан ай пит йўçĕ.

Салтак та ячĕ ай пит лайăх,

Кайма та тăрсан пит йывăр.

 

 

 

 

 Марук хурăнĕ тĕлне çитсен Аньăпа Петĕр тăрса юлаççĕ. Аня Петĕр хулпуççи урлă ал шăли çыхать.

Аня: - Петĕр, эп сана салтака ăсататăп паян, çакăнта, çак хурăн айĕнче сана кĕтме сăмах паратăп.

Петĕр: - Аня, юратнă çыннăм, эп сана юратма, ĕмĕр-ĕмĕр санпа пулма сăмах паратăп.  (Аньăна ыталать).

Салтак юрри юрлакансен сассисем хыттăнрах илтĕнеççĕ. Сцена хупăнать.

 

 

 

  

 

  

 

 

 

 

Фотографии